Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Никитин Анатолий Никитич

Никитин Анатолий Никитич — чӑваш кӗвӗҫи. 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ, 1956 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе Йӗпреҫ районӗнчи Спотар посёлокне куҫнӑ.

1996 ҫултанпа Раҫҫей кӗвӗҫӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Спотарти 8 класслӑ шкултан вӗренсе тухсан, малтан Ҫӗрпӳри культпросветучилищинче, кайран Мускаври культура институтӗнче халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче пӗлӳ пухнӑ (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташӑ коллективӗсенче ӗҫленӗ. 1971-1980 ҫулсенче — Чӑваш юрӑпа ташӑ ансамблӗн баянист-концертмейстӗрӗ, 1980-1982 — Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн музыка ертӳҫи. 1982-1987 — Республика культпросветучилищин баянпа аккордеон класӗнче вӗрентекенӗ.

39 ҫула ҫитсен Ӗпхӳри ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ, 3.Г. Исмагилов профессор патӗнче композиципе пӗлӳ илнӗ, 1992 ҫулта вӗренӗве вӗҫленӗ.

Пушкӑртӑстанти Чӑваш обществипе культура центрӗ ҫумӗнче «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблӗпе «Нухрат» эстрада ушкӑнне йӗркеленӗ.

Шупашкара таврӑнсан 50-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи «Шевле» эстрадӑпа фольклор ансамбльне, ҫавӑн пекех «Янташ» эстрада ушкӑнне ертсе пырать, вӗсен юрри-ташисемпе Чӑваш Енре тата тулашӗнче ҫынсене савӑнтарать.

Тутарстанра, Пушкӑртӑстанра, Чӗмпӗрте, Самарта, Пензӑра, Сарӑтура, Тӗменре, Чехословакинче, «Ҫавал» ансамблӗпе — Бельгире пулнӑ.

Ӗҫӗсем

«Сказание о суварах» (Суварсем ҫинчен) симфониллӗ поэма, скрипка, виолончель тата фортепиано валли Трио, струнӑллӑ Квартет, фортепиано валли Поэма-токката, Ю. Сементер сӑввисемпе ҫине романс циклӗ ҫырнӑ. С.Ильин либретти тӑрӑх «Уйахпи» балет валли кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-06-13 21:06:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6133 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем